Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Вӑрнар районӗ

Тен пурнӑҫ тискерленсе пыннипе ҫамрӑк ӑру хӑйне хаяр тыткалама тытӑнчӗ. Вӗрентсе каланине юратмаҫҫӗ, ӳпкеленишӗн патак ҫитерессипе хӑратаҫҫӗ, ашшӗ-амӑшӗсене хирӗҫ калаҫаҫҫӗ е тата тискерлӗрех ӗҫсем тӑваҫҫӗ. Ку сӑмахсен чӑнлӑхне Вӑрнар районӗнче пулса иртекен ӗҫ-пуҫ тепӗр хут ҫирӗплетрӗ.

Ҫак кунсенче йӗрлев органӗ асӑннӑ районти Вӑрманкас ялӗнче пурӑнакан 18 ҫулхи яша хирӗҫ пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫӗн тӗпчевне вӗҫленнӗ. Каччӑна вара «вӗлерни» статьяпа айӑпланӑ пулнӑ.

Следстви тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, 2012 ҫулхи юпан 15-мӗшӗнче каҫ-кӳлӗмре хайхи ҫамрӑк хӑйӗн 42 ҫулхи ашшӗпе вӑрҫса кайнӑ. Ывӑлӗ вара ҫак кунчен маларах ҫул инкекне лекнӗ. Шырлӑхсене татса парас тесе яш анкартинче ларакан кивӗ бензовоза водителе парса янӑ. Ҫак пулӑм ӗнтӗ ятлаҫмали сӑлтавӗ пулнӑ та.

Тен шуйттан хӗтертсе тӑннипе, тен ашшӗн сивӗ сӑмахӗсем чуна пырса тивнипе 18 ҫулхи каччӑ электричествӑ пралукне алла ҫавӑрса тытнӑ та мунча пӑлтӑрӗнче выртакан ашшӗне пӑвса вӗлернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/64535
 

Хальхи вӑхӑтра хресчен уяр кунпа туллин усӑ курма тӑрӑшать. Вӑрнар районӗнче те хӗвеллӗ ҫанталӑкра май килнӗ таран ытларах вырма хыпӑнаҫҫӗ.

Районӗпе илсен, пӗрчӗллисене унта 3 609 гектар е мӗнпур лаптӑкӑн чӗрӗк пайне яхӑн ҫапса тӗшӗлеме ӗлкӗрнӗ. Тӗш тырӑ гектартан вӑтамран 22,9 центнер тухать-мӗн. Чи тухӑҫли — К. Маркс ячӗллӗ хуҫалӑхра. Унта ӑна гектар пуҫне вӑтамран 38 центнер вырса илеҫҫӗ.

«Ӗнер «Юнтапа», К. Маркс ячӗллӗ, «Мураты» хуҫалӑхсенче, «Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ» обществӑра, Михаил Максимов фермер хуҫалӑхӗнче пӗчӗкшерӗн ӗҫленӗ. Паян мӗн пур хуҫалӑхра тенӗ пекех выраҫҫӗ», — хыпарлать паян район администрацийӗ. «Гвардеец» тулли мар яваплӑ обществӑра вара ӗҫ комбайн юсавсӑррине тӑрать-мӗн. «Шел пулин те, унта пӗртен-пӗр комбайна ниепле те юсаймаҫҫӗ, 150 гектар лаптӑк ҫинче ӳстернӗ кӗрхи тулла выраймаҫҫӗ», — теҫҫӗ унта. «Кольцовка» обществӑра та вырмана халь тин пуҫӑнаҫҫӗ иккен. Анчах унта комбайн енчен йывӑрлӑх пулмалла мар. Хуҫалӑхӑн ҫӗнӗ ертӳҫисем комбайн туяннӑ. Вӗсем тырӑ пулса ҫитеймен тесе вырма васкамаҫҫӗ имӗш. Анчах паян тухма пулнӑ иккен-ха унта.

Малалла...

 

Вӑхӑт ҫамрӑк чух кӑна иртмен пек туйӑнать ҫав. Ҫулсем кайнӑҫем урхамах юрттипе вӗҫтерет вӑл. Шкул ҫунатти айӗнчен темиҫе ҫул каялла тухса кайнисен ҫулла тӗлпулу ирттерес йӑла ҫирӗпленнӗ ӗнтӗ. Вӑрнар районӗнчи ҫӗрпелсем те ҫаплах тунӑ. Вӗренӳ учрежденине 20 ҫул каялла пӗтернисем, акӑ, концерт йӗркеленӗ. «Ӗмӗр ҫамрӑк, ӗмӗр ашкӑнчӑк» тесе ят панӑ ӑна. Концерта ӗнерхи ачасем хӑйсен вӗрентекенӗсене йыхравланӑ. Пӗлӳ тӗнчине илсе кӗрекенсене вӗсем ҫӑмӑл мар ӗҫӗршӗн тесе Тав хучӗсемпе чысланӑ.

Сӑнсем (10)

 

«Малтан ятшӑн ӗҫлемелле, унтан ят саншӑн ӗҫлӗ», — тесе тахҫан пӗри калани аса килчӗ. Ку каларӑш ят-сумшӑн ҫунакан ҫынна ҫывӑхрахӑн туйӑнать. Анчах хисеплӗ ята, сума ӗҫпе кӑна ҫӗнсе илме пулать-тӗр. Тепӗр ҫынсем пирки нумай каласа кӑтартма кирлӗ те мар — ятне кала та уйӑрса илеҫҫӗ. Шӑпах ҫавӑн пек ҫынсенчен пӗрин шутне Максим Михайлова кӗртмелле. Максим Дормидонтович — СССР халӑх артисчӗ. Вӑрнар районӗнчи Кульцав ялӗн хӑвачӗпе тӗрек илсе ӳснӗ вӑл. Ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче вӑл, баспа юрланӑ опера артисчӗ, ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитет.

Ентешӗсем тата Чӑваш Республики сумлӑ ҫыннӑн ятне асра тытать. Паллӑ куна халалласа епле мероприятисем ирттерессине унчченех палӑртса хунӑ, вӗҫӗмех йӗркелеҫҫӗ. Ҫавсен шутне ача-пӑча викторинисенчен пуҫласа Шупашкарта ҫурла уйӑхӗн 20-25-мӗшӗсенче иртекен Ҫамрӑк опера юрӑҫисен халӑхсем хушшинчи III конкурсӗ таранах кӗртмелле. Вӑрнар районӗнчи Кульцав ялӗнче вара ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче уяв каҫне пухӑнӗҫ.

 

Ку тӗслӗх темиҫе кун каялла Вӑрнар районӗнче пулса иртнӗ. Унти К. Маркс ячӗллӗ хуҫалӑхра кӗрхи тулӑ выракан Дон-1500Б комбайна вут хыпса илнӗ.

2005 ҫулта кӑларнӑскер унччен тӑватӑ кун маларах кӑна техника тӗрӗслевӗ витӗр тухнӑ. Ӑна пуҫӗпех юсавлӑ тесе йышӑннӑ. «Штурвала» механизаторта виҫӗ теҫетке ҫул тӑрӑшакан ӑста тытса пынӑ иккен. Бункера пушатнӑ хыҫҫӑн 100 метр пек кайсан вӑл ҫулӑм асӑрхаса комбайна хӑвӑрт кӑна сӳнтернӗ. Ӑна пулӑшма ытти ӗҫтешӗ те чупса пынӑ. 7 огнетушителе усӑ курса та ҫулӑма чарма май килмен. Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Вӑрнарти пайӗн специалисчӗсене чӗнсе илнӗ. Вӗсем ҫитнӗ ҫӗре комбайн вӑйлӑ шар курнӑ — халь ӑна юсама та май килмест иккен.

Пушар сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.

 

«Хуйхӑрсан та — юрӑпа, савӑнсан та — ташӑпа», — ҫак сӑмахсене ват кинемейсенчен пӗр хутчен мар илтнӗччӗ. Чӑвашсен мӗн авалтанпа юрӑ шӑрантарас, ташӑ ҫапас йӑла ҫирӗпленнӗ. Пирӗн, хальхи ӗмӗрен ҫыннисен вара ҫак халӑх юрӑ-ташшисене, йӑли-йӗркисене манӑҫмалла мар, мӗншӗн тесен вӗсем халӑх культурине палӑртаҫҫӗ.

Ҫак кунсенче «Истоки Цивиля» (чӑв. «Ҫавал ҫӑлкуҫӗ») регионсем хушшинчи туслӑх фестивалӗ Чӑваш Енри чи кӑсӑклӑ коллективсене пуҫтарнӑ. Фестивальӗн тӗп тӗллевӗ — халӑх йӑли-йӗркине чӗртсе тӑратасси тата юрӑ-ташӑ ушкӑнӗсем хушшинчи пултаруллӑх ҫыхӑнӑвне йӗркелесси. Иртнӗ кану кунӗсенче Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫҫӗмӗш Вӑрманкасси ҫывӑхӗнчи улӑха Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрлӗ, Вӑрнар, Элӗк тата Ҫӗрпӳ районӗсен фольклор ушкӑнӗсем пухӑннӑ.

Ку ҫулччен фестиваль икӗ хутчен Ҫӗмӗрле районӗнчи Тӑванкасси ялӗнче иртнӗ, ара унта Мӑн Ҫавал юханшывӗ пуҫланать-ҫке.

Малалла...

 

Вӑрнар поселокне хӑтлӑх кӗртесси малалла пырать. Паян кӑна унти Комсомольски урамӗнне вак чулпа витсе пӗтернӗ. Унччен вара йӗпе-сапара вӑл урампа тухса пӗтесси чӗр нуша пулнӑ иккен. Халӗ тӳрех машинӑсем каллӗ-маллӗ хутлама тытӑннӑ.

Урама вак чул сарма Вӑрнар поселокӗн хыснинчен ҫур миллиона яхӑн уйӑрнӑ. Тӗрӗсрех — 452,3 пин тенкӗ. Ӗҫе пурнӑҫлама аукционта подрядчик мелӗпе тивӗҫнӗ строительство предприятийӗ ӑна хӑвӑрт кӑна — уйӑх та кӗттермен — туса пӗтернӗ.

Паллах, ку ҫул йывӑр тиенӗ машшинсем валли мар, ҫавӑнпа та вӗсене ҫул ҫине кӗртессинчен сыхласси — асӑннӑ урамра пурӑнакансен тивӗҫӗ тесе палӑртать район администрацийӗ.

 

Паян Вӑрнар районӗнче депутатсен пухӑвӗн йышӑнӑвӗн проекчӗсенчен пӗрне, район Уставӗпе ҫыхӑннине, халӑхпа пухӑнса сӳтсе явнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра вӑрнарсем районӑн тӗп документне улшӑну кӗртмелле. Кун пек тума Устава вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӑн пӗтӗмӗшле принципӗсем ҫинчен калакан саккунпа килӗштерсе тӑмалла тӑвассипе ҫыхӑннӑ-мӗн.

Ҫапла вара депутатсем йышӑнсан Уставӑн 24-мӗш статйи 7.1 статья хутшӑнӗ. Унта Вӑрнар район пуҫлӑхӗн полномочийӗсене Раҫҫей Президенчӗ шанмасан пӑрахӑҫлаттарма май пурри пирки каланӑ. Ҫӗршыв пуҫлӑхӗн шанӑҫӗнчен тухас мар тесен район пуҫлӑхӗн те, унӑн мӑшӑрӗн те, ачисенчен те укҫа-тенкӗпе ытти пурлӑха ют-ҫӗршыв банкӗсенче тытма юрамасть. Ют ҫӗршыври укҫа-тенкӗпе усӑ курни те ӗҫ вырӑнӗпе сыв пуллашасси патне илсе ҫитерӗ.

Сӑмах май, кунта тепӗр саманта та палӑртса хӑвармалла. Эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, Устава ҫапла йышӑну кӗртесси вӑрнарсене кӑна пырса тивмест. Пурте пӗр ҫӗршывра пурӑннине кура ун пек улшӑнусем кашни муниципалитетах пырса тивесси пирки тӗшмӗртме йывӑр мар.

 

Хальхи вӑхӑтра Вӑрнар районӗнче хӗрсех археологсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем унта авалхи ҫӑва тупнӑ. Специалистсен шухӑшӗпе вӑл вырӑнта ҫынсене пирӗн эрӑри II-IV ӗмӗрсенче пытарнӑ.

Тӗпчев ӗҫне пӗлтӗр тытӑннӑ. Ӑна пуҫлаканнисем — Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗсем Евгений Михайловпа Николай Мясников. Масар ҫине хӗрарӑмсене пытарнӑ тесе тӗшмӗртнӗ вӗсем. Тупнӑ япаласене тата капӑрланмалли япаласене тӗпе хурсан унта пытарнӑ хӗрарӑмсем мӑкшӑ йӑхӗсем тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Пирӗн специалистсен материалӗсемпе мӑкшӑ археологӗсем те кӑсӑкланса кайнӑ иккен. Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче Вӑрнар районне Мӑкшӑри патшалӑх педагогика институчӗн экспедицийӗ килсе ҫитнӗ. Йышра — историпе право факултечӗн пӗрремӗш курсӗнче вӗренекен 40-е яхӑн студент. Мордваран килсе ҫитнӗ йыш та масар ҫине хӗрарӑмсене кӑна пытарнине палӑртнӑ. Экспедицие ертсе пыракан истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Валерий Гришаков шучӗпе, унта пытарнӑ халӑх Вӑтам Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи этногенеза самай витӗм кӳнӗ.

Халӗ археологи ӗҫне вӗҫленӗ. Анчах яланлӑха мар. Килес ҫул малалла тӗпчесшӗн.

Малалла...

 

Вӑрнар районӗнчи Ҫӗнӗ Яхакасси ялӗнче шӑпӑрлансене ача-пӑча лаптӑкӗ туса парас тенӗ. Спонсор пулма вара Александр Михайлов ҫемйи килӗшнӗ. Вӗсен хӑйсен те виҫӗ ача. Ӗҫне пурнӑҫлама ялӗпех пухӑнса тухнӑ.

Халӗ ашшӗ-амӑшӗ те, аслашшӗ-асламӑшӗпе кукашшӗ-кукамӑшӗ те ачасем валли вылямалли ятарлӑ вырӑн пурришӗн савӑнать теҫҫӗ. Ял ҫыннисем кӑна-и, вырӑнти ял тӑрӑхӗ хӑйӗн сайтӗнче михайловсен ҫемйине чунтан тав тӑватпӑр тесе ҫырнӑ. «Сирӗн ҫемье хысни чакса мар, ырӑ ӗҫе кура тулсах тӑтӑр», — тенӗ унта.

Сӑнсем (18)

 

Страницӑсем: 1 ... 64, 65, 66, 67, 68, 69, 70, 71, 72, 73, [74], 75, 76, 77, 78, 79, 80, 81
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ертӳлӗхпе калаҫу ӑнӑҫлӑ сыпӑнӑ. Ҫавна май карьера картлашкипе хӑпарма пултаратӑр е шалу ӳсӗ. Официаллӑ учрежденисенчен пулӑшу ыйтма ӑнӑҫлӑ эрне. Коллективра ӗҫтешсемпе ӑнланманлӑх, хирӗҫӳ сиксе тухнӑ тӑк халӗ шӑпах уҫӑ калаҫу йӗркелеме, ыйтусене мирлӗ татса пама лайӑх вӑхӑт.

Утӑ, 11

1913
112
Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог ҫуралнӑ.
1919
106
Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ.
1920
105
Шупашкарти 1№ типографине никӗсленӗ
1937
88
Теветкел Николай Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1957
68
Микулай Мӑскал, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ